Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хырай Ӗнел

Хырай Ӗнел (выр. Починок-Инели) — Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи ял. Вӑл Александровка ял тӑрӑхне кӗрет.

Географи

Ял Кӗтне юханшывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, Тутарстан Республики чики ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме — 123 километр. Район центрне, Комсомольски ялне ҫитме — 10 километр. Чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗ 39 километрта вырнаҫнӑ.

Истори

Ялӑн историри ячӗ — Починок Инелев на диком поле.

Ӑна XVII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче Пигильдино-Инели ялӗнчен (хальхи вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Мӗниҫырми, Варасӑр, Пилешкасси, Аманак, Минкӗш, Вӑлпуҫ ялӗсем) куҫса килнӗ ҫынсем никӗсленӗ.

Кунти халӑх 1724 ҫулччен ясак тӳлекенсем, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ; вӗсем ҫӗр ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, тимӗрҫӗ, столяр-токарь ӗҫӗпе тата ҫӑпата тӑвассипе аппаланнӑ. 1902 ҫулта ялта хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ. 1930 ҫулта «Искра» колхоз йӗркеленӗ. XVIII ӗмӗрте ял Сӗве уесӗнчи Елчӗк вулӑсне тата Ҫӗрпӳ уесӗнчи Каҫал вулӑсне, 1922–1927 ҫулсенче Патӑрьел уесне, 1927–1935 ҫулсенче Аслӑ Патӑрьел районне, 1935–1939 ҫулсенче Патӑрьел районне, 1939–1962 ҫулсенче тата 1965 ҫултанпа Комсомольски районне, 1962–1965 ҫулсенче Канаш районне кӗнӗ.

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ улшӑнса пыни:

  • 1721 ҫул — 120 арҫын.
  • 1795 ҫул — 19 кил, 83 арҫын, 83 хӗрарӑм.
  • 1858 ҫул — 125 арҫын, 120 хӗрарӑм.
  • 1897 ҫул — 207 арҫын, 224 хӗрарӑм.
  • 1926 ҫул — 124 кил, 303 арҫын, 395 хӗрарӑм.
  • 1939 ҫул — 380 арҫын, 494 хӗрарӑм.
  • 1979 ҫул — 303 арҫын, 357 хӗрарӑм.
  • 2002 ҫул — 159 кил, 440 ҫын (207 арҫын, 233 хӗрарӑм).
  • 2010 ҫул — 155 уйрӑм хуҫалӑх, 426 ҫын (214 арҫын, 212 хӗрарӑм).

Кунта чӑвашсем, вырӑссем, тутарсем пурӑнаҫҫӗ.

Инфраструктура

Ялта шкул, фельдшер пункчӗ, вулавӑш, клуб, спорт площадки тата 3 лавкка пур.

Экономика

2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх, ял территорийӗнче «Искра» колхоз ӗҫлет.

Паллӑ ҫыннисем

  • Ишмуратов Пётр Терентьевич (1937 ҫ.ҫ.) — тухтӑр-хирург. Хусанти медицина институтне вӗренсе пӗтернӗ. Мӑкшӑри, Мускаври тата Мускав облаҫӗнчи пульницӑсенче ӗҫленӗ. РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ. С. Т. Ишмуратовӑн шӑллӗ.
  • Ишмуратов Силантий Терентьевич (1928–2020) — агроном, производство йӗркелекенӗ. Хусанти ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Тутар АССРӗн Ҫӗпрел районӗнчи Чукал машинӑпа трактор станцийӗн агрономӗ, Комсомольски районӗн тӗп агрономӗ пулса ӗҫленӗ.
  • Туркай Валерий Владимирович (1961 ҫ.ҫ.) — ҫыравҫӑ, тӑлмач, публицист, общество ӗҫченӗ, СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ. Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне, Аслӑ театр курсӗсене вӗренсе пӗтернӗ.


 
Категорисем: Хырай Ӗнел
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-08-13 07:51:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 19 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем